Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таллеров Лаврентий Васильевич

Таллеров Лаврентий Васильевич — чӑваш ҫыравҫи. 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Комсомольски районне кӗрекен Нӗркеҫре ҫуралнӑ. 2013 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

1976 ҫултанпа СССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1988), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1981). Чӑваш театрӗсенче вылякан тата ӗҫлекен артистсемпе режиссерсен пултарулӑхне тӑтӑш ҫутатса тӑнишӗн ӑна Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине панӑ.

Пурнӑҫӗ

Лаврентий Васильевич Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа ӳнер пайне ертсе пынӑ. Унтан «Тӑван Атӑл» редакцине ӗҫлеме куҫнӑ, явӑплӑ секретарь, тӗп редактор ҫумӗ пулнӑ, 1985-1989 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Паллӑ кӗнекисем: «Хурӑн шывӗ» (1975), «Култарам-ха арӑмран» (1977), «Юхать юханшыв» (1978), «Сӑпка юррисем» (1979), «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» (1983), «Хӗвел ҫаврӑнӑш — ылтӑн ҫӳҫ» (1986), «Эрхип мӑнукӗ Эрхип» (1992), «Йӗркеллӗ ҫын асапӗсем», «Шеремет» тата ыттисем.

Каҫӑсем

Вуламалли

  • В. Ахун. «Мухтав термен кӗртен Ҫутта!..»: сӑвӑ // Ахун, В. Урхамахӑм чӗнет инҫете / В. Ахун. — Шупашкар, 1982. — 12 с.
  • Мышкина, А. Пурнӑҫ хӳри пӑрӑнӑҫ // Тӑван Атӑл, 2000. 8№. 65–67 с.
  • Ставский, М. Лаврентий Таллерова // Тӑван Атӑл, 1995. 6№. 52 с.
  • Таллеров, Л. Кун–ҫул тавра // Хыпар, 1999, кӑрлач, 27.
  • Таллеров, Л. «Манӑн ӳкӗнмелли ҫук» (И. Лисаев калаҫнӑ) // Ялав, 1993. 3№. 16–17 с.
  • Таллеров Л. Писателӗн нихӑҫан та юрас, шӑлас ҫулпа каймалла мар // Хресчен сасси, 1999, нарӑс, 2.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-03-15 18:46:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10752 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем